Народные подвижные игры на уроке физкультуры

Народные подвижные игры на уроке физкультуры

Чăваш чĕлхи эрнинче физкультура урокĕсем те шкул ачисемшĕн питĕ кăсăклă иртрĕç. Эрне хушши вĕренекенсем уроксенче мĕн элĕкрен упранса юлнă «Çăткăн кайăк тинĕсре», «Пулă», «Уйăхпа хĕвел», «Тили-рам», «Суккăр такалла», «Сирĕлĕр!» вăйăсене савăнсах вылярĕç. Çак савăнăçлă чăваш вăййисем шкул ачисене васкавлăрах та вăйлăрах, тавçăруллăрах пулма хистерĕç.